Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: 134.5 килограмм ҫимӗҫ тӗп тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.05.2019 20:35 | 1808 хут пӑхнӑ
Апат-ҫимӗҫ

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Россельхознадзор специалисчӗсем Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури йӗркеленӗ рейда хутшӑннӑ. Вӗсем Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ пасара тӗрӗслеме ҫитнӗ.

Пасарта паллӑ мар вырӑнтан кӳрсе килнӗ ҫимӗҫсене тупнӑ: Пекин купӑсти – 12 килограмм, панулми – 36,85 килограмм, помидор – 64,45 килограмм, мандарин – 9,35 килограмм, помело – 11,85 килограмм. Пӗтӗмпе - 134,5 килограмм.

Вӗсене ӑҫтан илсе килнине палӑртайман, мӗншӗн тесен этикеткӑсем пулман, кирлӗ документсем те тупӑнман. Ҫапла майпа ҫак ҫимӗҫсене туртса илнӗ те тӗп тунӑ.

#пасарсем, #Шупашкар, #Россельхознадзор, #апат-ҫимӗҫ, #прокуратура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57010
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3489.08.6638
2019.05.11 00:05
Agabazar
Конкурентсене сирнĕ пек те ăнланма пулать
Влад Маскай // 3957.56.0551
2019.05.12 02:43
"Пушă пучахупа" тăраниччен чуна кантарса кулма май панăшăн тав тăватăп. "Тĕрĕс сăмах тăванĕсенчен пистернĕ" чăваш халăх сăмахĕпе ырă каç сунатăп. Эп каланă сăмахсем "йăрана" лайăхах вырнаçни палăрчĕ ĕнтĕ..
Хамăр ял // 1402.44.7525
2019.05.12 16:10
Апат-çимĕçне тĕп туни - ăссăрлăх. Ку 2014-мĕш çулхи Крымпа Донбассри вăрçă хыççăн Анăç Европăри Раççейе хирĕç санкцийесене вĕсене Раççейри хирĕç "мероприятийĕсем".
Документсемсĕр апат-çимĕçсене ваттисен çуртсене пама пултарнăччĕ.
Станислав Убасси // 3335.84.0120
2019.05.13 11:30
"Тӗп тума" вӗрентӗмӗр ӗнте... Тракторсемпе таптапӑр-и?

Тен, Роспотребнадзор чиновникӗсен килӗнчи сӗтелӗсем ҫинче ҫак ҫимӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем