Шупашкар районӗнчи Мӑн Пӳкасси ялӗнчен инҫе мар вырӑнта ӗнер пушар тухнӑ.
Кун пирки Галина Миллина ятлӑ ҫын «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ автан алхаснине автор «Вятка» автомобиль ҫулӗпе иртсе пынӑ чухне, Мӑн Пӳкасси ялӗ тӗлӗнчерехре, асӑрханӑ. Ним пулман пек малалла вирхӗнмен — пушарпа кӗрешекенсене систернӗ.
Лешсем, пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрах кӗттермен — вырӑна васкавлӑн ҫитнӗ.
Ҫулӑма асӑрханисем те инкек вырӑнне вссканӑ. Галина Миллина ҫырнӑ тӑрӑх, ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ-мӗн. Ҫавӑ ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫсем айӗнчех алхаснине кура вӑрман хыпса илме пултарнӑ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушар машини ҫулӑма сӳнтернӗ.