Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Хавал» уйлӑха йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.05.2019 20:13 | 2068 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Хавал» чӑваш чӗлхи 10-мӗш уйлӑхне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӗхӗн 7-мӗшӗччен «Сурские Зори» кану базинче (Етӗрне районӗ) иртӗ. «Хавал» уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗренме Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата юр ҫӗр-шывран та хӑнасем килеҫҫӗ.

Уйлӑха «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» (выр. «Язык для успеха») ют чӗлхесен шкулӗ тата "Хыпар" Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» редакци йӗркелеҫҫӗ.

«Хавал» уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗренме май пур. Ача-пӑча тата ҫамрӑксем валли уйрӑм вӗренӳ йӗркелӗҫ. 3-10 ҫулхи ачасем валли уйрӑм программа пулӗ.

Кӑҫалхи уйлӑхӑн тӗп хӑни – Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ, тӗрлӗ чӗлхепе юрлакан хрантсус юрӑҫи, эсперантист, окситан чӗлхине аталантаракан Жан-Марк Леклер (Йомо). Вӑл Францири тӗрлӗ регион чӗлхисем мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен каласа парӗ. Ҫавӑн пекех уйлӑхра Эктор Алос-и-Фонт (Барселона – Шупашкар) социолингвист, Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан федераци университетӗнчи истори факультечӗн доценчӗ, Тутар республикин Истори институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), Федоринчик Арцем Сергеевич (Тимукка) (Кийӳ - Шупашкар) пулӗҫ. Вӗсем семинарсем ирттерӗҫ, лекцисем вулӗҫ.

Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗрри тӗрлеме, чӑваш халӑх юрри-ташшине, окситан ташшине ташлама вӗренме май пулӗ. Кашни каҫ концерт, спектакль лартма планланӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулӗҫ. Пӗр кун экскурсие кайса килме уйӑрса парӗҫ.

Уйлӑха хутшӑнма тӳлевлӗ. Тӗрлӗ сӑлтава пула уйлӑха ҫитеймерӗр пулсан йӗркелӳ укҫине тавӑрмаҫҫӗ. Пурӑнма тата апатланма уйӑрнӑ укҫине ҫеҫ каялла тавӑрӗҫ. Ытларах ыйтса пӗлес тетӗр пулсан ҫак телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пултаратӑр: 89023285051 .

Уйлӑх йӗркелӳҫисем:

Алапрух (Блинов Александр) al.blinov@gmail.com, +79023285051

Айтар (Степанов Александр) uyav@mail.ru, +79053476427.

#чӑваш чӗлхи, #уйлӑхсем, #Етӗрне районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем