Хуҫи мар-ха. Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона хӑпартнӑ «СУОР» предприяти панкрута тухнӑ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби паян пӗлтерчӗ.
Строительство организацине тек ӗҫлеме пултараймасть тесе йышӑнни — Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ. «СУОР» конкурс управляющийӗ пулма Сергей Луговоя ҫирӗплетнӗ. Вӑл арбитраж управляющийӗсен «Меркурий» хай тӗллӗн ӗҫлекен организацийӗн пайташӗ.
Ҫурт-йӗр тума пайҫӑ пулса укҫа хывнисен те ытти кредиторпа танах хӑйсен правине хӳтӗлеме ирӗк пур. Кун пирки Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ аса илтерет. Анчах вӑхӑта тӑсса ямалла мар. Панкрута тухассине хыпарланӑ хыҫҫӑн — икӗ уйӑхра.
«СУОР»-а укҫа хывнӑ, анчах пурлӑхлӑ пулса ӗлкӗреймен пайҫӑсем укҫана каялла илме те, хваттер е машина-вырӑн ыйтма та пултараҫҫӗ.