Улатӑр хулинчи училище ҫуртне революциччен хӑпартнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнетесшӗн, унта музей тӑвасшӑн.
Комсомол урамӗнчи 47-мӗш ҫурт икӗ хутлӑ, йывӑҫран тунӑскер. Ӑна реставрацилемешкӗн 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхине кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле, иккӗмӗшне – 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче. Ҫӗнетнӗ ҫуртра таврапӗлӳ музейӗ уҫасшӑн.
Каласа хӑвармалла: аукцион ирттересси пирки кӑҫал ака уйӑхӗнче те пӗлтернӗ. Анчах вӑл пулман.
Сӑмах май, ҫурта 1911 ҫулта хӑпартнӑ. 1990 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче ӑна регион пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗсен списокне кӗртнӗ.