Паян Чӑваш чӗлхин кунӗ. Тата ҫавӑн пекех ку уява йышӑннӑранпа 15 ҫул иртрӗ. Уява чӑаш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ, вӑл 1848 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑнах та питӗ паллӑ ҫын пулнӑ вӑл, питӗ кирлӗ ӗҫ хӑйӗн пурнӑҫӗнче туса хӑварнӑ — чӑвашсем валли 1917-мӗш ҫулхи революцичченех ҫыруллӑх шутласа кӑларнӑ.
Пирӗн пӗрлӗ те алӑ усса лармасть. Эпир 2005 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче чӑваш чӗлхине интертетелте сарма пуҫларӑмӑр. Унччен пӗр ҫур ҫул маларах Википедин чӑваш уйрӑмӗ хӑвӑрттӑн аталанма пуҫларӗ. Ӗҫӗсем хуллен-майӗпен пыраҫҫӗ: Википедин чӑваш уйрӑмӗнче 6000 статья патнелле ҫывхаратпӑр, темиҫе сайт уҫса (канашлу, сӑмахсар, уйрӑм ялсен сайчӗсем, шкулсен сайчӗсем, тата ыттисем те), тӗрлӗ тӗслӗ кӗнекесене сканерласа пӗтӗм тӗнче паллашмашкӑн вырнаҫтартӑмӑр, Mozilla Firefox программин интерфейсне чӑвашла куҫартӑмӑр! Тата чӑваш кунӗ тӗлне тепӗр парне — Л.П. Сергеев хатӗрленӗ справочнике вырнаҫтарма пуҫларӑмӑр. КУ уйрӑмах чӑваш чӗлхине вӗренекенсене пулӑшӗ.
Юлашкинчен тата ҫакна каласа хӑварасшӑн: ан манӑр хӑвӑр тӑван чӗлхӳне! Ку вӑл пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесен чӗлхи! Эпир ҫутӑ тӗнчене тухассишӗн вӗсем самай вӑй хунӑ, тӑрӑшнӑ! Чӑваш чӗлхине ан манӑр, ачӑрсене вӗрентӗр! Пурри пӑсмасть, тенӗ чӑвашсем.
Пурне те ҫак кун ячӗпе саламлатпӑр! Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫулталӑк тӑршшӗпе пӗр кун кӑна ан пултӑр, ҫак ҫапӗҫ те илемлӗ чӗлхе кашни кун янратӑр!