Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал Чӑваш Енре «Пӗрремӗш пул» ыркӑмӑллӑх акцине ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ. Хаклӑ хӑнасене сӗтел хушшине лартмасӑр кӑларса ямӗҫ. Каҫхи апатлану Шупашкарти «Роланд» ресторанра иртӗ, унта 200 ҫын килмелле.
Хӑнасене апатлантармашкӑн республика хыснинчен 981 пин те 300 тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла кашни ҫын пуҫне 4907 тенкӗ лекет. Кунта сервировка, официантсем пӑхни, апат хатӗрлени кӗреҫҫӗ.
Тӗслӗхрен, асӑннӑ ресторанра «Цезарь» салат 710 тенкӗ тӑрать, 200 хӑна валли 142 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫмелли минераллӑ шыв пулӗ. «Волжанка» ятлӑскере саккас тунӑ. Ҫур литрли ресторанра 160 тенкӗ тӑрать. Кунсӑр пуҫне шур ҫырли морсӗ, икӗ тӗрлӗ чей пулӗҫ. Менюра эрех-сӑра ҫук.