Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Пушкӑрт чӑвашӗсен ҫемйи мӑнукӗсене чӑвашла вӗрентет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 31.05.2019 07:54 | 2111 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри Абдулкадир Инан ячӗллӗ пушкӑртпа тутар литература центрӗнче йӑх-несӗл (Шежере) уявӗ иртнӗ. Унта Петровсен ҫемйи те хутшӑннӑ.

6-мӗш номероӗ вулавӑш ертӳҫи Валентина Зорина «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Петровсен туслӑ ҫемйи 1986 ҫулта йӗркеленнӗ. Авӑркас районӗнчи Маньел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ асӑннӑ районти Шланлӑ ялӗнчи Аленӑпа пӗрлешнӗ. Малтан вӗсем Ӗпхӳ хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Часах мӑшӑрӑн пӗрин хыҫҫӑн тепӗр хӗр ҫуралать. Юра милицире ӗҫленӗ. 2002 ҫулта ҫамрӑк ҫемье Ҫтерлӗ хулине куҫнӑ. Халӗ хӗрӗсем ҫитӗнсе хӑйсем ҫемье ҫавӑрнӑ.

Юрий Анатольевич — отставкӑри милици капитанӗ, Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ, усламҫӑ. Алевтина Витальевна Ашкатарти шыв илмелли «Водоканал» предприятинче смена пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет, хулари культура ҫурчӗн «Тавах» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗн солистки.

Петровсен туслӑ ҫемйи — Ҫтерлӗри чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастар членӗсем.

«Эпир чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хамӑр чӗлхене, халӑха юрататпӑр. Ачасене, мӑнуксене те чӗлхене юратма, авалтан килекен йӑла-йӗркесене ӑша хывма вӗрентетпӗр. Вӗсем чӑваш юррисене юрлаҫҫӗ, тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ», — тет иккен Алевтина Витальевна.

Ӑру-йӑх уявӗнче Петровсен ҫемйи «Чи туслӑ та хастар ҫемье» номинацире лауреат дипломне тивӗҫнӗ.

#уявсем, #Пушкӑртстан, #МИХсем, #юбилейсем, #чӑвашлӑх, #Ҫтерлӗ, #Авӑркас, #Маньел, #Шланлӑ, #Ӗпхӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_810
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем