Чӑваш Енре аслӑ шкул вӗрентекенне министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 460-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Кунта сӑмах Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пирки пырать. Ҫак должноҫе Елена Быковӑна шаннӑ. Министерствӑри пукана йышӑниччен Елена Михайловна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ.
Сӑмах май, иртнӗ уйӑхӑн 13-мӗшӗнче ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Наталия Яхатинӑна ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Наталия Тимофеева министр Игорь Михайлов, Роза Лебедева тата Дмитрий Неяскин ҫумсемпе юлнӑччӗ.