Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Валентин Абрамов вилсе кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.06.2012 17:21 | 2228 хут пӑхнӑ
Валентин Абрамов
Валентин Абрамов

Паян ЧНК вице-президенчӗ Валентин Абрамов вилсе кайнӑ.

Сывпуллашу ыран, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ЧНК ҫурчӗ умӗнче иртӗ. 10 сехет тӗлне пымалла. Кайран тӑван ялне, Кӑшнаруя, пытарма илсе кайӗҫ.

Валентин Александрович Абрамов 1958 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Кӑшнаруй шкулӗнче 8 класс пӗтернӗ, Чурачӑк шкулӗнче 11 класлӑ пӗлӳ илнӗ. 1977-82 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ-ра аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1983 ҫултанпа университетӑн чӑваш филологипе культура факультетӗнче студентсене вӗрентнӗ.

Валентин Александрович филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Ӑна чылай хисеп хучӗсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе, «ВДНХ СССР ҫамрӑк хутшӑнаканӗ» медальпе чысланӑ.

#ЧНК, #Канаш районӗ, #ҫухатусем, #Кӑшнаруй

 

Комментари:

2012.06.05 18:09
Аксар Чунтупай
Ак тата... Тин кăна Анатолий Смолин уйрăлса кайрĕ, халĕ - Валентин Абрамов... Мĕнле кĕске иккен çын ĕмĕрĕ...
2012.06.05 18:50
Аçтахар Плотников
Аха :(
Çынсемшĕн темле те пулĕ те, анчах та маншăн Валентин Александрович питĕ пултаруллă çын пек туйăнатчĕ. Чăвашра ун пек çын пурришĕн савăнаттăм.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.14 13:31
Эпĕ çак Валентин Александровича тата К.Портнова пит ятлаттăм эрех ĕçкеленĕшĕн, те тĕрĕс турăм, те усал турăм, пĕлместĕп. Анчах та мана вăл каçармалла пек. Эпĕ вĕт-ха ырă сунса, усал сунса мар вĕсене ятлаттăм. Усал патне хăвăртрах çывхартать çав наркăмăш, шел пулин те.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем