Якути патшалӑх пухӑвӗн депутачӗсем хӑйсен Президентне Ил дархан ятпа улӑштарма сӗннӗ. Чӑвашла куҫарсан, тӑрӑх ертӳҫи пулать. Якутлипе пӗрле вырӑсли те пулӗ — Глава.
Республика пуҫлӑхӗн ячӗ икӗ чӗлхеллӗ пулни икӗ халӑха — якутсемпе вырӑссене — туслӑрах пурӑнма май парӗ тесе шутлаҫҫӗ депутатсем. Каласа хӑварас пулать, сӗнӳсем хушшинче ытти вариантсем те пулнӑ: дархан (чӑв. «ертӳҫӗ»), аан дархан («аслӑ ертӳҫӗ»), багылык («кӑлава», «пуҫлӑх»). Вӗсене пӑрахӑҫласа «ил дархан» суйласа илнӗ.
Ку ятсене кӗртме республика Конституцине улшӑнусем кӗртме тивӗ. Ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра пӑхса тухма палӑртнӑ — ҫӗртмен 8-мӗшӗнче.
Чӑн та республикӑн ертӳҫи ячӗ тӗп халӑх чӗлхипе те пулсан епле килӗшӳллӗ пулӗччӗ. Сӑмахран, вырӑсла «Глава» ҫумне чӑвашла ята та хушсан.