«ПроГород Чебоксары» (чӑв. ХулаПирки Шупашкар) кӑларӑмӑн халӑх корреспонденчӗ Р165 ҫул ҫинче «Лотос 105» маркӑллӑ темиҫе ҫӗнӗ автобуса асӑрханӑ. Ун шухӑшӗпе вӑл транспорт хатӗрӗсем Шупашкаралла ҫул тытнӑ.
«Килеҫҫӗ хамӑрӑннисем. Шупашкар патӗнче ӗнтӗ», — халӑх корреспонденчӗн шухӑшне пӗлтерет ПроГород.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр пуҫланнӑ транспорт реформи хыҫҫӑн республикӑн шӗкӗр хулинче пысӑк автобуссем сахал мар кусма пуҫларӗҫ. Анчах та, каярах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене турттарма йӗркеленӗ лотсене выляса илнӗ компанисем, тӗслӗхрен «Авто-Экспресс-4», хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркене пӑсса пурнӑҫланӑ иккен — вӑтам калӑпӑшлӑ автобуссем вырӑнне пысӑк калӑпӑшлӑ транспортпа усӑ курнӑ. Ҫавна май вӗсемпе контрактсене пӑрахӑҫлама тивнӗ, хальхи вӑхӑтра халӑха вӗсен вырӑнне вӑхӑтлӑх ӗҫлекен перевозчиксем турттараҫҫӗ.
«Лотос 105» евӗрлӗ вӑтам калӑпӑшлӑ автобуссем контрактра палӑртнӑ йӗркене тивӗҫтерме кирлӗ. Шӑп ҫавӑн пирки ӗнтӗ вӗсене ҫав тери Шупашкарта кӗтеҫҫӗ. Ҫавах та Александр Сергеев асӑрханӑ автобуссем чӑн та республикӑн тӗп хулине ҫул тытни пирки официаллӑ ҫирӗплетсе каламан.