Шупашкарти «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс хупӑнать. Тӳрех хӑраса ан ӳкӗр: нумайлӑха мар, икӗ эрнелӗхе ҫеҫ.
«Спартакпа» пӗрлех «Ҫӗнӗ ӑру» тӑрӑллӑ каток та хупӑнӗ. Ку юсав ӗҫӗсем ирттернипе ҫыхӑннӑ: учрежденире хутса ӑшӑтмалли тытӑма опрессовка тӑвӗҫ. Ҫавна май «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен ӗҫлемӗ.
«Спартак» администрацийӗ ҫынсене ҫапла майпа чӑрмантару тунӑшӑн каҫару ыйтать.