Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Туркая парламент юбилейне чӗнмен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.06.2019 17:03 | 2800 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӗ. Парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ. Саккун кӑларакан влаҫ органӗн юбилейне унта ирттернине кирек мӗнре те начаррине шыракансем ырламан-ха. Вӗсен шучӗпе парламент юбилейӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн шайӗнче ирттермелли уяв.

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вара уява чӑваш халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать иккен. Ҫакӑн пирки вӑл Александр Белов журналиста пӗлтернӗ.

«Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ е ҫыравҫи республика парламенчӗн юбилейне хутшӑнма нивушлӗ тивӗҫ мар? Пултарулӑх интеллигенцине хисеплеменнине урӑх нихӑш наци республикинче те кураймӑн», – тенӗ вӑл.

Республикӑра иртнӗ Культура форумӗ пирки те культура ӗҫченӗсенчен чылайӑшне систермен-мӗн.

#юбилейсем, #парламент, #Шупашкар, #форумсем, #культура, #ҫыравҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 6861.1.5034
2019.06.23 19:15
Agabazar
Атнер Хусанкая чĕннĕ-и?
Микула // 9259.3.8429
2019.06.27 19:43
Эх ҫав кӗреке чирӗ. Чӗнменнишӗн савӑнмалла. Чӗнсен те каймаҫҫӗ ун пек ҫӗре ырӑ ҫынсем? Мӗнле совӑҫпа алӑ ҫупса лармалла вӗсемпе пӗрле? Чӗлхене хӳтӗлеме яваплӑ пулсан та пултарайманнисен "хисепне" тивӗҫлӗ пулас тетӗр пулсан "тута конечно чӗнменнишӗн опитно"?
Валери Туркай // 4946.9.3698
2019.06.28 04:48
Пӗр енчен тӗрӗсех калатӑн эс, Микулай.
Ҫапах та КУНТА сӑмах УРӐХХИ пирки пырать - чӑваш парламентне ку чухне ертсе пыракансем чӑваш литературипе культурине куҫкӗретех хисеплеменни пирки.
КУН ПЕККИ Тутарстанпа Пушкӑртстанра, сӑмахран, пулма пултараймасть! Чӑваш Ен тӳри-шарине тем тума та юрать!
Юрӗ ӗнтӗ, - чӑтса ирттерӗпӗр... Эпир чӑтма ҫуралнӑ!..
Арти // 7060.5.2022
2019.07.01 13:23
Кĕрешме хатĕр чăваш арçынни çуралать-ши хăçан та пулин? Унсăрăн чăтать-чăтать-чăтать...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем