Чӑваш Енри икӗ хулан ҫӗнӗ статус пулӗ. Ку постановление республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Постановлени официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗрет.
Ҫӗнӗ статуса Улатӑр тата Етӗрне хулисем тивӗҫӗҫ. Вӗсем малашне Чӑваш Ен историйӗпе культуришӗн пӗлтерӗшлӗ хуласем пулӗҫ.
Палӑртмалла: Улатӑр хули – 1552, Етӗрне хули 1590 ҫулта йӗркеленнӗ.
Agabazar // 3440.78.2885
2019.06.27 20:20 | |
Никĕслевсене тĕрĕс палăртнă-и? | |
Микула пекех. // 9259.3.8429
2019.06.28 10:18 | |
Етӗрнен тӗрӗс марри паян кун кулӑшла. Етӗрни пулман пулса тухать ,унӑн вулӑсӗ пулнӑ. Идиотизм паллах кунта. Ачи амӑшӗнчен аслӑрах? Малограмотный чиновникшӑн тата гум.институт ӗҫченӗсемшӗн пур пӗрех пулмалла ? Зачем трогать текелеҫҫӗ кӑна.
Истори науки вӗсемшӗн сӗм вӑрман пулмалла? Етӗрне вулӑсне асӑнни паян кун 1588 ҫулти пур,1590 ҫул никӗслени мар, унта тата юнашар пурӑнакан чӑвашсене вӑйпах урӑх ҫӗре куҫарнӑ вӑхӑта кашни ҫулах чаплӑн уявланине тавҫӑрма кӑштах пуллин те ӑс кирле. Ҫук пулсан мӗн тӑвӑн? |