Юсанмалли колонирен тарма хӑтланнӑ икӗ арҫын суд умӗнче явап тытнӑ. 1994 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна - ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха, 2000 ҫулта ҫуралнӑскере пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫак икӗ арҫын, 8-мӗш колони-поселенире ларнӑскерсем, йӗплӗ карта урлӑ каҫса Мӑкшӑ Республики еннелле утнӑ. Анчах ун чухне ҫанталӑк лайӑх мар пулнӑ, вӗсем инҫех каяйман – колони ӗҫсенӗсем хӑваласа ҫитнӗ.
Тепӗр хутчен судпа айӑпланнӑ арҫынсем приговора ЧР Аслӑ судне пӑхса тухма панӑ. Хӑйсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем тарма шухӑшламан-мӗн, лавккана эре-сӑра патне ҫеҫ кайнӑ имӗш. Анчах суд приговора ҫаплипех хӑварнӑ.