Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный» уйлӑхра ачапа инкек пулнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене, тӗрӗсрех каласан, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, ӗненсен, ача эмел нумайрах ӗҫнӗ. Ҫавна пула ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ача сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Арҫын ачана эмеле тухтӑр ҫырса панӑ иккен. Ача ҫумӗнче ҫав препаратсем пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин сайтӗнче ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗнсе ҫырнӑ. Тухтӑр ҫырса панӑ рецептпа ачан эмел ӗҫмелле пулсан, ҫавӑн пирки воспитательсемпе вожатӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ. Асӑннӑ министерствӑри тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, эмел ӗҫнине ача-пӑча уйлӑхӗнчи тухтӑрӑн сӑнаса тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, ача мӗн чухлӗ эмел тата хӑҫан ӗҫнине аслисен йӗркелесе тӑмалла.