Мускавра Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер 18 ҫул тултарман хӗре чуралӑха сутма хӑтланнӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак арҫын кафере 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗре 500 пин тенкӗпе сутма хӑтланнӑ. Рен ТВ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енри пӗр поселокра ҫуралса ӳснӗ. Кафере клиентпа калаҫса татӑлнӑ чухне арҫынна полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫын халӑх тетелӗсенче хупӑ ушкӑнсенче хӗрсене тата ҫамрӑк хӗрарӑмсене сутма пуян клиентсем тупнӑ. Лешсем вӗсене ясар шухӑшӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе туянма палӑртнӑ.
Арҫын халӑх тетелӗнче Чӑваш Енри 18 ҫул тултарман хӗрпе паллашнӑ та ӑна Мускава илсе килнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ хыҫҫӑн ӑна ашшӗ-амӑшне париччен сиплев учрежденийӗнче тытаҫҫӗ.