Мотоблокпа пынӑ чухне те асӑрханулӑх пирки манмалла мар. Ҫак кунсенче Чӑваш Енре пӗр арҫын кунашкал транспортпа пынӑ чухне самай суранланнӑ.
Ку Муркаш районӗнче утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Мотоблок рулӗ умӗнче 38 ҫулти арҫын ларса пынӑ. Хайхискер Ивановка ялӗ ҫывӑхӗнче транспорта итлеттереймен – мотоблокран ӳкнӗ.
Арҫын вӑйлах суранланнӑ. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ҫурӑм шӑмми мӑй тӗлӗнчен сиенленнӗ. Мотоблокран ӳкнӗскере Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ.