Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чунташсем Алтая ҫитсе килчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.07.2012 09:04 | 2684 хут пӑхнӑ

Ҫӗртмен 25-мӗшпе утӑн 4-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин хастар ҫыннисем инҫетри Алтай ҫӗрне кайса килчӗҫ — Чунҫӳрев-2012 кӑҫал пирӗн авалхи мӑн асаттесен ҫӗрне ҫитме тӗв тунӑччӗ.

Чи малтанхи чарӑну Пушкӑрт Республикинчи Хурамал ялӗнче пулчӗ. Ку ялта чӑвашсен хастар ҫынни В.В. Николаев ҫуралнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем паллӑ академикӗн вил тӑприйӗ ҫине чечек хучӗҫ, ялти музейпа паллашрӗҫ, вырӑнти халӑха концертпа савӑнтарчӗҫ. Юрӑ-ташӑ 4 сехет хушши янрарӗ — вырӑнти артистсем те пулчӗҫ, Шупашкартан тухнисем те. Хурамалсем хӑнасене чыслӑн апатлантарнӑ хыҫҫӑн чунҫӳревҫӗсем Алтая ҫул тытрӗҫ.

Алтай (чӑвашлатсан «Ылтӑн Ту» пулать) ҫӗрӗ ытла та инҫетре. Автобуспа пӗр чарӑнмасӑр каяс тесен 3 талӑк каймалла. Паллах, пӗлтӗр Дагестана ҫитнӗ ҫулҫӳревҫӗсемшӗн ку ҫул ытла вӑрӑм пулмарӗ — уйрӑмах водительсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлнӗрен ӗнтӗ. Автобус ҫӗмӗрӗлнине пула Омск ҫывӑхӗнче пӗр талӑк ирттерни те кӑмӑла пӑсмарӗ — хавхалантарчӗ ҫеҫ. Ара, юнашарти Хӗрлӗ Ҫыр (выр. Красный Яр) ялта та пӗр чӑваша шыраса тупрӗҫ-ҫке! Иртыш шывӗнче ҫавӑнса тухни те кӑмӑла пӑсма мар, ҫӗклерӗ ҫех.

Алтай ҫӗрӗнче Чӑвашран тухнӑ ушкӑн вырӑнти «Эл ойын» уява хутшӑнчӗ. Питӗ аслӑ уяв иккен — икӗ ҫулта пӗрре иртекенскерне халӑх пӗтӗм тавраран пухӑнать. Вырӑнти халӑхшӑн ҫак уява ҫитме лашапа 200 ҫухрӑм каясси те нимех те мар иккен. Кӗскен каласан, ку уяв чӑвашсен Акатуйӗ, ирҫесен Эрзян масторӗ еверлӗх. Чӑваш Республикинчен килнӗ артистсем те «Эл ойын» уявне хутшӑнчӗҫ — хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Куракансене вӗсен ташши-юрри питӗ кӑмӑла кайрӗ пулас — тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хакларӗҫ.

Алтай ҫӗрӗнче чунташсем чӳк ирттерсе юпа лартрӗҫ. Хальхинче те, пӗлтӗрхи пекех, ӑна хатӗрлекенӗ Слава Эткер пулчӗ. Кӑҫал тулькӑш юпана вӑл вырӑнтах касса кӑларчӗ. Хитре те илемлӗ пулчӗ: ҫӳлте — хӗвел, варринче «Сӑвар» ҫырни, аяларах, вутпа шыв паллисем хушшинче, тӗрӗ ҫыруллӑхӗпе ҫырнӑ Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» сӑмахӗсем. Юпана лартнӑ хыҫҫӑн чылайӑшӗ Алтай ҫӗрӗнчех чӑваш ячӗсем йышӑнчӗҫ.

Алтайран таврӑннӑ май чунҫӳревҫӗсем авалхи Аркаим хулаша кӗрсе тухрӗҫ, ҫавӑн пекех Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн хулисемпе те паллашрӗҫ — Пӳлерпе, Пӑлхарпа. Тутарстанра вырнаҫнӑ Сиктерме ялне кӗрсе Петӗр Хусанкай музейне кӗрсе тухрӗҫ, экскурсовод каласа панине тимлӗн итлерӗҫ.

Халӑх ҫула тата та тӑсас кӑмӑллӑ пулчӗ пулин те пур япалан та вӗҫӗ пур ҫав — утӑн 4-мӗшӗнче ҫулҫӳрев вӗҫленчӗ. Темех мар, тепӗр ҫул пухӑнса тата та ҫула тухӑпӑр-ха!

Сӑнсем (1092)

#Чунҫӳрев, #Алтай, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #Сиктерме, #Хурамал, #Пӳлер, #Пӑлхар, #Атӑлҫи Пӑлхар, #ҫулҫӳревсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем