Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ министр — Сергей Мельников

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.07.2012 23:17 | 1831 хут пӑхнӑ

Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтӗперӗ Михаил Игнатьев Хушу пусса Сергей Владимирович Мельникова Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗ вырӑнне лартрӗ.

Сергей Владимирович 2008 ҫулхи аван уйӑхӗнчен министерствӑра ӗҫлет — малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кайран — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗн ӗҫне туса пырсаччӗ.

Министрествӑна лекиччен Сергей Мельников Ҫӗмӗрлери ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӑй хунӑччӗ — вӑй-хал культурине вӗрентнӗ, тренер-преподаватель пулнӑ, директор ҫумӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ. Хушӑва алӑ пуснӑ май Михаил Игнатьев Сергей Владимировичӑн малтанхи ӗҫ вырӑнӗ пирки те сӑмах каларӗ — республикӑн спорт политикинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗсене аталантарасси малта пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Сергей Мельников ку ӗҫпе ӗслени ҫак тӗллеве ҫӑмӑлрах пулнӑҫлама пулӑшӗ тесе палӑртрӗ Элтепӗр. Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех Шупашкарта утӑн 3-мӗшпе 6-мӗшӗнче Раҫҫей шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне чаплӑ ирттерме пултарнине асӑнса хӑварчӗ — ҫӗнӗ министра суйлама ку та пулӑшрӗ иккен.

#политика, #спорт, #Ҫӗмӗрле, #Шупашкар, #ҫӑмӑл атлетика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем