Канашри масар ҫинчен тимӗр карта ҫухалнӑ. Кун пирки йӗрке хуралҫисене хулара пурӑнакан 52-ри арҫын пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗр пуҫламӑшӗнче вӑл ҫывӑх ҫыннисен вил тӑпри ҫине кайнӑ та тимӗр карта ҫуккине асӑрханӑ. Ҫухалнӑ пурлӑха хайхи 5 пин тенкӗ тесе хакланӑ.
Шалти ӗҫсен министерствин Канашри пайӗн пуҫиле шыравӗн ӗҫченӗсем кӑштахран 55 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫӑва ҫинче ӗҫлет иккен. Унта шӑтӑк алтаканскер тимӗр картана пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчех сутса янӑ. Тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан кантуртисем ӑна аван пӗлеҫҫӗ-мӗн. Кукӑр алӑллӑ ҫын ҫӑва ҫинчи кивӗ картана ҫӗннипе ылмаштартӑм тесе ӗнентернӗ имӗш.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче тӑкака саплаштарнӑ-ха. Шӑтӑк алтакан арҫын ытти чух та вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланман-ши пуҫиле ӗҫе пакунлисем пӗрех малалла тӗпчеҫҫӗ.