Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Сергей Григорьева полпредӑн ҫумӗ пулма шаннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.07.2019 18:59 | 1465 хут пӑхнӑ
Политика
Сергей Григорьев
Сергей Григорьев

Чӑваш Енӗн Раҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗн ҫумӗ пулма Сергей Григорьева шаннӑ. Ку хушӑва паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсен пуххи) ярӑма вырнаҫтарнӑ.

Сергей Вениаминович Григорьев унччен Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫав пукана ӑна 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, министерствӑри яваплӑ портфельпе ҫӳреме пуҫличчен Сергей Григорьев Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатин Професси квалификацийӗсен сертификацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

#Экономика министерстви, #политика, #тӳре-шара, #хушусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2620.17.6411
2019.07.23 00:27
Agabazar
Законодательство — саккунсен пуххи мар. Вӑл сӑмах "саккун кӑларасси" тенине пӗлтерет. Суккунсен пуххине вара "кодекс" теҫҫӗ, сӑмахран.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем