Кун пек сивӗ ҫанталӑк савӑнтармасть-и? Кулянма тӑхтӑр-ха, ҫулла пӗтмен! Тинех пирӗн пата 30 градус шӑрӑх таврӑнӗ.
Паян ҫӗрле самай сивӗ пулӗ-ха, 4-9 градус ҫеҫ ӑшӑ. Тепӗр тесен, кӑнтӑрла та сивӗрехчӗ, ҫил вӑйлӑччӗ. Ытларикун хӗвел савӑнтарӗ, кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑтӗ. Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун чӑн-чӑн ҫулла пекех пулӗ: сывлӑш температури 22-27 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Хальлӗхе синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен иккӗмӗш ҫурринче шӑрӑх ҫанталӑк тӑма пултарӗ.