Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ.