Ҫурлан 11-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайсем пысӑк уяв туса саванчӗҫ — ара, кӑҫал района йӗркеленӗренпе 85 ҫул, яла никӗсленӗренпе 430 ҫул ҫитнӗ-ҫке!
Курма килнисемшӗн ҫак кун пӗрре те кичем пулмарӗ. Малтанах ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем (паллах, чӑваш тумӗсемпе) тӗп урампа утса тухрӗҫ, кайран вара, культурӑпа кану центрӗ умӗнче пӗрле пухӑнса юрӑ юрларӗҫ, ташласа та савӑнтарчӗҫ.
Уява пуҫтарӑннисене Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, Чӑвашпотребсоюз председателӗ Валерий Павлов, «Чавал» ентешлӗх хастарӗ Елена Османова тата ыттисем саламларӗҫ. Хӑйсен сӑмахӗсене каланӑ хыҫҫӑн, паллах, районӑн ӗҫчен ҫыннисене Хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чыслама манмарӗҫ. Уйрӑмах «Коминтерн» ЯХПК председательне Альбина Новиковӑна пысӑккӑн хакларӗҫ — ӑна «Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ятпа тивӗҫтерчӗҫ.
Уяв программине «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» халӑх ушкӑнӗ тӑсрӗ, малалла чӑваш эстрада артисчӗсем концерт парса савӑнтарчӗҫ.
Уява йеркелекенсем халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерчӗҫ тесен йӑнӑш пулмӗ — кичем сӑнлисем пӗрре те курӑнмарӗҫ, пурте савӑк кӑмӑллӑччӗ. Эпир те Хӗрлӗ Чутайсене ҫак пысӑк уяв ячӗпе тепӗр хут саламлатпӑр!
Сӑнсем (47)