Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Етӗрнесемпе пӑрачкавсен тупӑшӗ пысӑк

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 24.08.2019 06:58 | 1427 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Ен Финанс министерстви республикӑри район-хуласенче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра хысна епле тулнине тишкернӗ. Харпӑр хӑй тупӑшне пухасси 20 муниципалитетра пӗлтӗрхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчинчен лайӑхланнӑ. Ҫак енӗпе уйрӑмах лайӑх ӗҫленисем: Етӗрне районӗ (ӳсӗм 16,6%), Пӑрачкав районӗ (14,9%) Ҫӗмӗрле хули (14,5%). 6 муниципалитетра тупӑш шайӗ чакнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, сӑмахран, 9,8% пӗчӗкленнӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 5,7%, Куславкка районӗнче — 4,3%.

Вырӑнти бюджетсене 3281,1 млн тенкӗ налук килнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 5,1% нумайрах. Налук мар тупӑшсем — 986,6 млн тенкӗ (2018 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 7,8% ытларах).

Районсемпе хуласем 14171,5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран 65,6 процентне вӗрентӳ отраслӗ валли уйӑрнӑ, наци экономикине — 8,1%, патшалӑхӑн ыйтӑвӗсем валли — 8,0%.

#Пӑрачкав районӗ, #статистика, #Куславкка районӗ, #хысна, #Етӗрне районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #укҫа-тенкӗ, #Финанс министерстви, #Ҫӗмӗрле, #экономика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем