Дрезден (Германи) хулинче чи вӑрӑм автобус ҫула тухнӑ. Хальлӗхе ун ӗҫне хула ҫумӗнчи маршрутсенче тӗрӗслеҫҫӗ кӑна пулин те, вӑл тӗнчере чи вӑрӑмми шутланать — 30 метр. Ҫӳллӗшпе сарлакӑшӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑмасть — 2,55 тата 3,4 кӑна. Фраунгофер институчӗ хатӗрленӗ автобус пурӗ 256 ҫынна илсе ҫӳреме пултарать. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна автотрамвай ят панӑ вӗсем.
Автобуса шухӑшласа кӑларнӑ май ҫутҫанталӑка упрассине тӗпе хунӑ — ахаль двигательсӗр пуҫне ун ӑшӗнче электромотор пур. Электричество вӑйӗпе вара ҫак вӑрӑм автобус 8 ҫухрӑм таран кайма пултарать.
Институт директорӗ Маттиас Клинкӗр пӗлтернӗ тӑрӑх ку автобус хаклӑ трамвайсене ылмаштарма пултарӗ. Проектпа Германире ҫеҫ мар, Раҫҫейре те кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Пирӗн хуласенче пӑкӑланнӑ ҫулсемпе епле ҫӳрӗ-ши? — ҫак ыйту ҫеҫ пӑшӑрхантарма пултарать пуль.