Вӑрнар районӗнчи Кӗҫӗн Кипек ялӗнчи вӑльӑх-чӗрлӗхе пусмалли пункта суд приставӗсем хупса лартнӑ. Унта Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ.
Ведомство ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ выльӑх-чӗрлӗхе ветеринарипе санитари экспертизисӗрех пустарнӑ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫламалли ятарлӑ пӳлӗме йӗркелессипе те вӑл федераци саккунне пӑснӑ.
Ҫак пункт ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине палӑртнӑ, ҫавна май ӑна приставсем 60 талӑклӑха ӗҫлеме чарнӑ. Пуҫлӑх йӑнӑшне тунман, малашне ку ӗҫпе аппаланмассине систернӗ.