Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Пирӗнтен ӗмӗрлӗхе Владимир Карсаков режиссёр уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.09.2019 12:53 | 3085 хут пӑхнӑ
Персона

Паян, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе Владимир Карсаков режиссёр уйрӑлса кайрӗ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна ӗнер Канаш пульницине хунӑ, паян ҫӗрле вара Шупашкара ҫитеричченех унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вар-хырӑм шыҫҫине пула теҫҫӗ.

Сывпуллашу хӑҫан тата ӑҫта иртессине хальлӗхе пӗлтермен.

Карсаков Владимир Федорович 1961 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Пӗлӗвне Хусанти культура институтӗнче, Мускавра квалификаци ӳстермелли курссенче илнӗ. Чӑваш телекуравӗнче 13 ҫул ӗҫленӗ. Владимир Карсаков — нумай-нумай чӑвашла фильмсен авторӗ. Вӗсен йышӗнче «Сурӑм хӗрӗ», «Арбат», «Аннене анне тееҫҫӗ» тата ыттисем.

#культура, #Патӑрьел районӗ, #ҫухатусем, #Чӑваш Ишекӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алина Сосаева // 3831.63.7566
2019.09.02 18:23
Питӗ шел. Чӗререн хурланатӑп. Питӗ пысӑк ҫухату.
Agabazar // 2388.71.1418
2019.09.02 19:46
Agabazar
Э-э-эх!....

"Вар-хырăм шыççи" тени мĕне пĕлтерет?
Agabazar // 2388.71.1418
2019.09.02 19:52
Agabazar
"Вар-хырӑм шыҫҫи" — рак?
Анчах та ҫыннӑн рак пулнине врачсем малтанах пӗлсе тӑраҫҫӗ. Ҫапла вара ҫын куҫ умӗнчех тенӗ пек хӑвӑрт, анчах та кун хыҫҫан кун, пурте сиссе, курса-чӑтса тӑмалла сӳнсе пырать.
Ку информацирен вара Владимир Карсаков сасартӑк тата ыттисем ӑнкарса та илмелле мар вилсе выртнӑ пек пулса тухать. Мӗнле ӑнланмалла ҫакна?
Владимир Карссем (Карсаков) хатӗрленӗ клипа курса-итлесе киленӗр. Клип.
Валери Туркай // 3873.26.5042
2019.09.03 07:39
КУН ПЕККИНЕ кӗтмен, кӗтме те пултарайман!..
Чӑвашлӑхшӑн, чӑваш культуришӗн питӗ пысӑк ҫухату ку.
Пысӑк ҫухату!
Валери Туркай
Г.Н. Иванов-Орков // 1004.19.6578
2019.09.11 22:20
Ку фотоӳкерчӗке эп 1990-91 ҫулсенче, Тӗпчев институчӗнчи А.П. Хузангай кабинетӗнче тусаччӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем