Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш халӑх сайчӗ 14 тултарчӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.09.2019 10:47 | 2471 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 14 ҫулне уявлать! Ҫакӑнпа эпир — ҫак пӗрлӗхе йӗркелекенсем тата ӑна аталантарма пулӑшакансем — сире пурсӑра та саламлатпӑр!

Хӑйӗн кун-ҫулне Чӑваш халӑх сайчӗ 2005 ҫулта пуҫланӑ. Авӑнӑн 7-мӗшне вара ҫак пӗрлӗхӗн ҫуралнӑ кунӗ тесе йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑт хушшинче сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ: нумай-нумай сайт хута янӑ, май ҫитнӗ таран чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑ.

Кӑҫалхи чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри вӑл — Чӑваш чӗлхи лабораторине йӗркелесе яни. Вӑл та, паллах, Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпех ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмахсарсене электронлатасси, чӑваш чӗлхине компьютерта аталантарасси — ҫаксене пурне те пӗрлӗхе йӗркеленӗренпех тума пуҫланӑ. Анчах та шӑп та кӑҫал эпир ҫак ӗҫсене уйрӑммӑн проектпа палӑртма пуҫлас терӗмӗр. Сӑмах май, паянхи кунхи тӗп ӗҫсенчен пӗри — икчӗлхеллӗ корпуса пуянлатасси — ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пырать. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ унта 100 пинрен иртрӗ (ку хыпара ҫырнӑ тӗле 101,9 пин)!

Чӑваш халӑх сайтне пулӑшакансене пурне те тепӗр хут пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр! Уяв ячӗпе!

#чӑваш чӗлхи, #тӗнче тетелӗ, #саламсем, #сайтсем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вĕрентекенсем // 3000.76.3861
2019.09.08 13:19
Хаклă Николай Алексеевич, эпир те сайтăн çуралнă кунĕ ячĕпе сана ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр! Сывлăху çирĕп пултăр сан, кăмăлу çĕкленÿллĕ пултăр, ĕçÿ ăнса пытăр. Сан ĕçÿне хаклама сăмах та çитейрес çук!. Эс пуррипе эпир телейлĕ. Чăваш культурипе чĕлхин малашлăхĕ сан пек çынсен пултарулăхĕпе ăсталăхĕнче тĕревленет. Сана Турă упраса пулăшса пытăрччĕ!
Этнер // 1484.21.5562
2019.09.10 23:31
С А Л А М Л А Т Ă П !!!
Валери Туркай // 3835.63.9202
2019.09.14 06:32
Саламлатпӑр, Аҫтахар!
Сан сайтна паян мухтар!
Кур ялан эс пархатар!
Мал енне пӗрле утар!

Чунтан-вартан хисеплесе - Валери ТУРКАЙ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем