Ҫӗнӗ Шупашкарти зоопаркра пӑши ами вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
«Канмалли кунсенче зоопарка кайрӑмӑр. Пӑхатпӑр: пӑши ами пурӑннӑ вольер пушӑ. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине ыйтрӑмӑр. Вилнӗ иккен. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулас», - ҫапла каласа кӑтартнӑ вӑл.
Пӑши ами Галина ятлӑ пулнӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл килен-каян темӗн ҫитернӗрен чирлесе ӳкнӗ. Ун чухне чӗрчуна ҫӑлса хӑварайнӑ. Халӗ пӑши ами мӗншӗн вилнине ветеринарсем уҫӑмлатӗҫ.