Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Виҫ ҫын итлекен юрӑҫ ҫӑлтӑр-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.09.2019 19:08 | 2324 хут пӑхнӑ
Культура

«Енчен те чӑваш эстрадинчи чи паллӑ, чӑвашлӑхшӑн ир те каҫ ҫунакан, чӑваш эстрадине аталантарма шут тытнӑ, чӑваш эстрадинче ыттисене (ҫамрӑксене!) тӗслӗх кӑтартма пултаракан юрӑҫ ҫапла шухӑшлать пулсан... Мӗн кӗтмелле чӑваш эстрадинчен?», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринчи «Эс кам ачи?» пабликра.

Унта Алексей Московский юрӑҫ тӗнче тетелӗнче сцена ҫинчи пур юрӑҫ та ҫӑлтӑр тесе калани пирки сӑмах пырать.

«Алюш та — ҫӑлтӑр, ниме тӑман сцена ҫинчи ҫын кулли те — ҫӑлтӑр. Хӑйне кӳренмелле мар-ши? Эсир мӗнле шутлатӑр? «Пӗтӗм юрӑҫсем — ҫӑлтӑрсем» тенипе килӗшетӗр-и?» — калаҫтарма сӗннӗ пост авторӗ.

Кам «ҫӑлтӑр» пулнине вӑхӑт тата халӑх палӑртать тесе шухӑшлать Алексей Московский шухӑшне ырламан ҫав ҫын. «Виҫӗ ҫын мар, Алюш мар — халӑх тата вӑхӑт. Темиҫе ниме тӑман юрӑ юрласа сывлӑш чӗтретнӗ юрӑҫсене «ҫӑлтӑр» теме-и? Каҫарӑр та», — хытах кӑмӑлсӑрланнӑ пост авторӗ.

#культура, #тӗнче тетелӗ, #халӑх ушкӑнӗсем, #юрӑҫсем, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-46411580_2059
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4178.78.4543
2019.09.23 17:30
Agabazar
Кам вăл "Алюш"?
Сухапасар // 4527-4125
2019.09.25 16:16
Ҫӑлтӑрсем-и? Тӗттӗм вӑхӑтра хӑйӑ ҫути те лайӑх пек. Халь ҫав самана, ҫук ҫутӑсемпе лӗпӗртетесси!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем