Куславкка районӗнче культура эткерӗ ятне тивӗҫ ӗскерсем нумай: Н.И. Лобачевскийӗн музей-ҫурчӗ, Волчков купсан ҫурчӗ, Богоявлени чиркӗвӗн ансамблӗ, Иоанн Богослов чиркӗвӗн ансамблӗ, Хусан чиркӗвӗн чан тӑрри, Петр Осипов чӑваш ҫыравҫӑн ҫурчӗ тата ыттисем те.
Куславккара ҫавӑн пекех тепӗр историллӗ ҫурт пур — Жомени баронӑн пӳрчӗ. Вӑл икӗ хутлӑ, чул никӗслӗ, йывӑҫран хӑпартнӑскер. Ҫуртра пурӗ 15 пӳлӗм. Ӑна «Чӑваш Ен культури: 2010–2020» республикӑн тӗллевлӗ программӑн «Чӑваш Республикин культура эткерӗ» ҫумпрограммӑна кӗртнӗ. Пӗлтӗр хысна укҫи-тенкипе ҫуртӑн тӑррине юсанӑ, тата ытти ӗҫсене тунӑ. Кӑҫал уйӑрнӑ укҫапа пӳртӗн мал енне капӑрлатмалла, чӳречисене юсамалла.
Жомени барон кил-йышӗ революцичченхи Чӑваш Енре пуян ҫемье шутланнӑ, вӗсен пурлӑхӗнче пин ытла гектар ҫӗр пулнӑ. Хӑйсен ҫӗрне Куславккара ярмӑрккапа пасар ирттерме тара парса, икӗ хупах тытса самай укҫа тунӑ вӗсем. Куславкка ҫывӑхӗнчи пӑра та хресченсене тӳлевсӗр паман тет — нӳхреп валли ан илччӗр тесе ятарласа хуралҫӑ тытнӑ.
Самана улшӑнчӗ те хисепӗ те халь урӑххисене пырса тивет — хыткукар баронсен мулне мухтаса чӑваш культурин чӑн-чӑн эткерӗ валли вырӑн сахаллансах пырать.