Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Куккурус — ӗнешӗн паха ҫимӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.09.2019 18:31 | 1761 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ культурӑсенчен пӗри — куккурус. Маларах ӑна симӗс апатлӑх ӳстернӗ, халӗ вара тӗш тырӑлӑх та акаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куккуруса 97 предприятире туса илеҫҫӗ. Вӗсенчен 11-шӗнче — тӗш тырӑлӑх.

Кӑҫал пирӗн республикӑра куккуруса 13,9 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ, ҫав шутран 1,8 пин гектарне — тӗш тырӑ валли. Ҫак культурӑна республикӑри 20 районта акса тӑваҫҫӗ, вӗсенчен 13-шӗнче — выльӑх-чӗрлӗх апачӗ валли. Хальхи вӑхӑтра 3,2 пин гектар ҫинчен силослӑх вырнӑ.

Вӑрнар районӗнче куккурус лаптӑкӗ 2466 гектар йышӑнать, Шупашкар районӗнче — 2085 гектар. Республикӑра туса илекен куккурусӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ҫак икӗ муниципалитета тивет. Елчӗк районӗнче вӑл — 1,3 пин гектар, Комсомольски районӗнче — 1,2 пин гектар, Патӑрьел районӗнче — 1,1 пин гектар.

#Шупашкар районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ, #Елчӗк районӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #статистика, #ӗҫҫи, #Вӑрнар районӗ, #Ял хуҫалӑх министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем