Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем пуҫтарнӑ ӗҫсем тӑрӑх Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне айӑпланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе суд тунӑ.
Тӗпчевҫӗсем тата Йӗпреҫ районӗн сучӗ ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пӗр ҫынна Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрлесе панӑ. Вӑл хута тӑванӗ валли ҫырнӑ. Ҫывӑх ҫынни ҫӗре Росреестрта регистрацилеттернӗ. Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫӗр тӑванӗн маррине лайӑх пӗлнӗ. Пурлӑх район администрацийӗн пулнӑ. Улталанине РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ.
Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 130 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.