Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» премьерӑна йыхравлать. Спектакле Антон Чеховӑн «Чайка» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Режиссер-постановщикӗ, сценографӗ тата тумтирсен художникӗ, хайлава чӑвашла куҫараканӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Спектакльти ӗҫсем Петр Сорин (рольте — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев) килӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ирина Аркадина (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова) — актриса. Вӑл хӑйӗн тӑванӗ патӗнче ывӑлӗпе, Константин Треплевпа (Василий Иванов) тата Борис Тригорин беллетристпа (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Петр Садовников). Константин Треплев хайлавсем ҫырать. Улпутсен ҫуртӗнче пуҫтарӑннисем Константин пьесине пӑхасшӑн. Унта Нина Заречная (Оксана Драгунова) вылямалла. Вӑл — пуян помещиксен хӗрӗ. Константин ӑна юратать. Анчах вӗсен шӑпи телейлӗ пулӗ-ши?