«Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пысӑк шалу илекен хуласене палӑртнӑ.
Агентствӑн аналитикӗсем вӑтам шалу шайне тата стандартлӑ потребитель карҫинккине тишкернӗ. Ку кӑтарту — 1,4-ран пуҫласа 3,8-ччен.
Тишкерӗве Раҫҫейӗн 100 хули хутшӑннӑ. Вӗсенче 65 миллион ҫын пурӑнать.
Танлаштарӑмра, ним тӗлӗнмелли те ҫук, Мускав ҫӳлти йӗркене йышӑнать. Унти уйӑхсерен вӑтамран ларакан шалупа таварсемпе пулӑшӑвӑн 3,83 пуххине туянма пулать. Иккӗмӗш вырӑнта Кӑнтӑр Сахалинск. Унта вӑтам ӗҫ укҫи тӗрлӗ таварпа пулӑшӑвӑн 3,81 пуххине туянма ҫитет.
Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра Мускаври вӑтам ӗҫ укҫи 97 пин тенке ларнӑ, Кӑнтӑр Сахалинскра — 90,6 пине.
Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Салехард (3,35), тӑваттӑмӗшӗнче — Сургут (3,24), пиллӗкмӗшӗнче — Ханты-Мансийск (3,20).
Чи пӗчӗк кӑтарту Ростов облаҫӗнчи Шахты хулинче. Унта уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи стандартлӑ потребитель карҫинккин 1,36 чухлӗ туянма ҫеҫ ҫитет.