Чӑваш Енри 25 пин ача «День чтения вслух» (чӑв. Сасӑпа вуламалли кун) республикӑри акци иртнӗ. Унта 25 пин ача, ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен воспитательсем, вулавӑшра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Мероприятие литературӑна тата кӗнекене халалланӑ.
Сасӑпа вуламалли пӗтӗм Раҫҫейри кунра ҫынсем хӑйсем илемлӗ вуланине кӑтартма, теприсем вуланине кӑтартма пултараҫҫӗ.
Республикӑри акцие ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, педагогсем, ӗҫ ветеранӗсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Вулавӑшсенче ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, литература марафонӗсем, кӗнеке паттӑрӗсемпе театрализациленнӗ ҫулҫӳревсем, ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулакансем В. Бианкин «Лесная газета» тата «Лесные были и небылицы», Л. Воронкован «Девочка из города», В. Драгунскин «Денискины рассказы», М. Зощенкон «Лёлька и Минька», Н. Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди», Л. Каминскин «Удивительные приключения Вити Бровкина», Л. Кассилӗн «Улица младшего сына», В. Катаевӑн «Цветик-семицветик», Н. Мишутинӑн «Пашкин кораблик», Н. Носовӑн «Живая шляпа», В. Осееван «Волшебное слово», «Динка», «Три товарища», А. Печерскаян «Про добрых и дружных зверят», К. Чуковскин «Телефон», «Муха-цокотуха» и «Мойдодыр», Н. Ытарайӑн «Алуккапа тусӗсем» тата ытти чылай автор хайлавӗсене суйласа илнӗ.