Шупашкар хулинче ӗнер упа чупса ҫӳренӗ. Малтан ӑна Соляной проездра асӑрханӑ, кайран вӑл ытти ҫӗре ҫитнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем ӑна ҫывӑратса ямалли укол тунӑ. Ӑна Хевеш урамӗнче асӑрханӑ. Упана тытма Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем тата полицейскисен темиҫе экипажӗ хутшӑннӑ.
Шупашкарта упа чупнине ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, каҫхине асӑрханӑ. Ӑна Соляной проездра, Мир проспектӗнче, Кабель проездӗнче курнӑ.
МИХсенчен пӗри шапито-цирк промоакцийӗ пуль тесе пӗлтернӗ иккен. Анчах ку хыпар тӳрре тухман.
Упана специалистсем ҫӗрӗпе шыранӑ. Ӑна ир енне ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Хевеш урамӗнче пулнӑ.
Упа — ҫулталӑкра. Вӑл Мари Элтан, унти сунарҫӑсенчен тарнӑ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна вӑрмана кайса ярасшӑн.