Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Раҫҫейри халӑхсен культурине федераллӑ телеканалсемпе ҫутатасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.09.2012 16:51 | 1496 хут пӑхнӑ
Чӗмпӗрти Акатуйра
Чӗмпӗрти Акатуйра

«Извести» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей правительстви ятарлӑ хут хатӗрленӗ иккен, вӑрттӑн япала тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ун тӑрӑх халӑхсен хушшинчи хутшӑнӑва ҫирӗплетес тата хирӗҫӳлӗхе пӗчӗклетес тӗллевпе федераллӑ телеканалсенче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен культурине ҫутатакан фильмсене кӑтартма хушасшӑн.

Унсӑр пуҫне «ТВ-Центр» тата «Мир» каналсемпе тӳрӗ эфирта Сабантуя (ҫав шутра чӑвашсен Акатуйне те), Курбан-байрама, Мэрцишора, Навруза тата ытти уявсене кӑтартмалла иккен. Христиансен уявӗсем валли те эфирта вӑхӑта ытларах уйӑрмалла иккен. «Извести» ҫырнӑ тӑрӑх правительство хутӗнче еврейсемпе буддистсен уявӗсем валли темшӗн вырӑн тупӑнман.

Ҫавӑн пекех ӑс-тӑн вӑййисенче те халӑхсен культурипе паллаштаракан ыйтусен йышӗ ӳсмелле. «Своя игра» (чӑв. «Хамӑн вӑйӑ») продюссерӗ Сергей Пехлецкий пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен патне кунашкал хушусем ҫитмен-ха, ҫапах та ку вӑйӑра тӗрлӗ халӑхсен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем унччен те сахал мар пулнӑран пысӑк улшӑнусене кӗтменни пирки вӑл каласа панӑ.

Мӗнех, Акатуя та пулин федераллӑ каналсемпе кӑтартсан пирӗн халӑх пирки Раҫҫей ҫыннисем ытларах пӗлӗҫ. Ку ҫӗнӗлӗх тӗрӗс е йӑнӑш утӑм пулнине ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗлӗпӗр.

#Акатуй, #Раҫҫейре, #политика, #уявсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2012/09/17/kurban/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем