Мускавра пурӑнакан ҫын тӗнче шайӗнчи посылкӑна илмелли плана тӗплӗ шухӑшласа хатӗрленӗ. Наркотик Перу йӑли-йӗркине, «аяхуаски» ятлине, ирттерме кирлӗ пулнӑ. Анчах унӑн чее планне Атӑлҫи таможнин тата ФСБ ӗҫченӗсем пӑчлантарнӑ.
Авӑн уйӑхӗнче арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ Перуран посылка саккас тунӑ, ӑна вилнӗ Грузи ҫынни ячӗпе ҫыртарнӑ, посылкӑна пурӑнман ҫурта (вӑл Чӑваш Енри пӗр ялта вырнаҫнӑ) илсе килмелле пулнӑ.
Юпан 31-мӗшӗнче посылкӑна илме унӑн пӗлӗшӗ почтӑна пынӑ. Вӑл Мускав ҫынни, халӗ Чӑваш Енре пурӑнать. Ӑна тытса чарнӑ, 1467,67 грамм наркотике туртса илнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: саккасҫӑ Мускавра пурӑнать, хӑйне шаман тет, Перури «аяхуаски» йӑла-йӗркене ирттерет-мӗн. Унта вара наркотикпе усӑ курать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.