Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Чӗмпӗр чӑвашӗ Европӑра «ҫын пулса ҫӳренӗ»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.11.2019 20:13 | 1367 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Микулай Павловский архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Микулай Павловский архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

«Пӗр эрне ҪЫН пулса ҫӳрерӗм!» — тесе ҫырнӑ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Микулай Павловский чӑваш Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» ушкӑнра.

Вӑл Европӑра пулнӑ иккен. Йӑхташӑмӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑра вӑл «тахҫанах, ҫамрӑк чухнех пулса курнӑ».

«Тепре, 39 ҫултан кайсан та, ҫавнах куртӑм. Хальхинче эпӗ унта пӗр эрне пултӑм, ҫав кӗске вӑхӑтрах хама «пӗчӗк халӑх» ҫынни пек мар, тӗнчери ытти халӑхсемпе пӗртан ЧӐВАШ ЭТЕММИ пек туйса сывларӑм, савӑнса ҫӳрерӗм. Акӑ ирӗклӗ, уҫӑ сывлӑшлӑ Европӑ ҫынна мӗнле ҫӗклет!» — пӗтӗмлетнӗ Микулай Павловский Европӑра пулнӑ хыҫҫӑн. Анчах хӑш ҫӗршыва ҫитнине, мӗн-мӗн курнине, шел те, асӑнман.

Микулай Павловский чӑваш, сӑмах май, Хусанти авиаци институтӗнче вӗреннӗ.

#ҫулҫӳревсем, #Хусан, #Чӗмпӗр, #Европа, #чӑвашсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 3141.47.9629
2019.11.12 01:30
Ентешне салам!
Кам чикӗ леш енче пулать, мӗнле тӗнче пурӑнать курать, чӑнлӑхне ӑнланать.
Jessica Simpson // 3574.56.5550
2019.11.12 09:29
Микулай Лейпцигра пулнӑ,Германире
Микулай Павловский // 4330.7.1133
2019.11.12 21:01
Салам, пурне те, Чĕмпĕртен!
Эпир мӑшӑрӑмпа авӑнӑн 17-24-мĕш кунĕсенче Лейпцигра ĕҫлесе пурӑнакан ывӑлӑмӑр пулӑшӑвӑвĕпе Европӑра пулса куртӑмӑр. Германинчи Саксони ҫĕрĕнче вырнаҫнӑ илемлĕ, авалхи Лейпцигра, ывӑл патĕнче ҫĕр каҫсан, тепĕр кунне Чехи ҫĕршывĕн тĕп хулине, Прагӑна автобуспа кайрӑмӑр. Тĕлĕнмелле хитре, ĕлĕкхи тумне сыхласа хӑварнӑ Прагӑ! Унта виҫĕ кун ҫуран ҫӳресе, 40 ҫухрӑм ҫуран утса историллĕ вырӑнсемпе палашрӑмӑр. Прагӑран каллех "киле", Лейпцига, Дрезден урлӑ иртсе, таврӑнтӑмӑр. Вара тата виҫĕ кун, тӑраниччен Лейпцига куртӑмӑр: унти университета, И.Бах ĕҫленĕ, кайран ӑна унта пытарнӑ храма, Европӑри чи лайӑххисен шутне кĕрекен зоопарка
Пур ҫĕрте те питĕ килĕшрĕ, чун Хĕвеланӑҫ ӳнерне курса савӑнчĕ!
Эпĕ хĕсметре Германинчи икĕ вырӑнта тӑнӑ, вӑхӑт сахалтарах пулнипе унта кайса килеймерĕмĕр. Апла пулсан та, хам хӑҫантӑр пулса курнӑ Нимĕҫ ҫĕршывне тепре курсан тем пек савӑнтӑм, вĕҫсе ҫӳрерĕм, ывӑла ҫак парнешĕн тав турӑм. Лайӑх ҫулҫӳрев пулчĕ, чун​ пысӑк тĕнчене тухнипе уҫӑлчĕ, савӑнчĕ. Европӑра​ сӑра тӑвакан виҫĕ халӑх ( чӑваш, нимĕҫ, чех халӑхĕсем) темӑпа та лайӑх паллашса ĕлкĕртĕм: чӑваш сӑррине тутанса пӑхни ҫумне нимĕҫ, чех сӑрисене тутаннисене те хушрӑм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем