Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Роса» (чӑв. Сывлӑм) коллективлӑ пахчари дача хаҫисем хӑйсен пурлӑхӗ ҫитнине пӗрин хыҫҫӑн тепри сиснӗ. Аптӑранӑскерсем пакунлисене евитлеме тытӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрах шутласа тӑман — вӑрра вырӑнта тытас тенӗ. Ара, пӗрре иленнӗскер тата тепре пыма пултарӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисен аллине 25 ҫулти ҫамрӑк арҫын ҫакланнӑ. Вӑл пӗр вырӑнтӑ тӗпленсе пурӑнмасть иккен. Дачӑсем патне вӑл машинӑпа пырса ҫитнӗ. Вӑрланӑ япаласене вӑрттӑн вырӑна пытарса хунӑ. Анчах тиесе кайма май килмен — ҫакланнӑ.
Ҫамрӑксер тӑватӑ дачӑри пурлӑха пӗр ҫӗре пухса хатӗрленӗ иккен. Каччӑ унччен те судпа айӑпланнӑ. Хӑш статьяпа айӑпланнине уҫӑмлатман та, анчах пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступлени туни паллӑ.