Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑсенче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Республика влаҫӗ ҫакна татса памалли меслет тупнӑ: медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, спутник-хулари пӗр пульницӑна ӗҫе вырнаҫнӑ специалистсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
«Пӗрремӗш звенори ҫамрӑк специалистсене ҫулталӑкри ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн 200 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗр хутчен 500 пин тенкӗ тӳлӗ тата пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерӗ», - ҫапла пӗлтернӗ медицина центрӗн пресс-служби.
Палӑртса хӑвармалла: республикӑра «Ял тухтӑрӗ» патшалӑх программи те ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, ялсенчи, район центрӗсенчи пульницӑсене ӗҫе вырнаҫнӑ тухтӑрсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.