Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Бурят Республикинче Чӑваш культурипе литературин кунӗсем иртӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.12.2019 18:51 | 1389 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Лидия Филиппова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Аякри Бурят Республикинче Чӑваш культурипе литературин кунӗсем иртӗҫ. Ҫак мероприятие асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) йӗркелесе ирттерет.

Ӳркенмен те хастар Надежда Колесникова Чӑваш культурипе литературин кунне йӗркелес тесе Раҫҫей Президенчӗн грантне ҫӗнсе илме пултарнӑ. «Чуваши Бурятии» (чӑв. Бурят Республикинчи чӑвашсем) ят панӑ вӑл проекта. Чӑваш культурипе литературин кунӗсем асӑннӑ тӑрӑхра раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен пырӗҫ. Ҫавна май чӑваш культурипе паллаштаракан фотокурав уҫӑлӗ, чӑвашсен тӗнчери вырӑнӗ пирки Дмитрий Мадуров скульптор, историк, культуролог каласа кӑтартӗ, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова регионти ҫыравҫӑсемпе «ҫавра сӗтеле» хутшӑнӗ. Роза Данилова (Степанова) артистка, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова та Бурят Республикинчи сумлӑ мероприятие хутшӑнӗҫ. Сӑмах май каласан, ҫак йӗркесен авторне те Надежда Колесникова инҫе ҫула йыхравланӑччӗ. Шел те, кайма май килмерӗ.

#Бурят Республики, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #культура, #Кӳкеҫ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1216.91.1436
2019.12.02 19:28
Agabazar
Статьяра мĕншĕн "Чуваши Бурятии" тенĕ? Тÿрех Бурят Ен чăвашĕсем теме мĕншĕн май пулман? Мĕне кирлĕ пире "куçарса" кăтартни?
Agabazar // 7304.3.7969
2019.12.03 11:11
Agabazar
Хĕл Мучи ăçта пурăннине аса илтерме вăхăт çитрĕ....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем