Паян, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче ҫамрӑк арҫын ҫӳллӗ хутран ӳксе вилнӗ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ.
Ку инкек Гастелло урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пулнӑ. 20 ҫулти арҫын 17-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Герасимов пӗлтернӗ.
Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форумра сӳтсе явакансенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын кӳршӗ ҫуртра пурӑннӑ.