Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн чӳк уйӑхӗнчи ӗҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.12.2019 14:14 | 1201 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ акӑ тепӗр уйӑх та ӗҫлесе ирттерчӗ. Ҫапла май чӳк уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Унччен кашни уйӑхра эпир рекорд хыҫҫӑн рекорд лартса пытӑмӑр пулсан, ку хутӗнче кӑшт хӑвӑртлӑха чакартӑмӑр. Пурӗ 29 658 чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ ҫеҫ кӗртсе ӗлкӗртӗмӗр. Тепӗр тесен авӑн уйӑхӗнче те пирӗн кӑтарту ҫакнашкалтарахчӗ.

Иртнӗ уйӑхра эпир Михаил Шолоховӑн «Уҫӑ ҫерем» романӑн икӗ кӗнекине, Николай Чернышевскийӗн «Мӗн тумалла?» романне, Лу Синь китай ҫыравҫин калавӗсене кӗртрӗмӗр. Умра Александр Купринӑн «Тытӑҫу» повеҫӗ, Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ тата ыттисем тӑраҫҫӗ. Михаил Шолоховӑн тӑватӑ кӗнекерен тӑракан «Лӑпкӑ Донӗ» те хӑйӗн черетне кӗтет — унта эпир Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫласшӑн.

Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне илес пулсан, вӑл тинех Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн 5-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫапла май эпир ку ӗҫе вӗҫлерӗмӗр теме те юрать. Сӑмах май, раштавӑн 11-мӗшӗнче Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххин электронлӑ варианчӗ хӑтлавӗ пулӗ. Пурне те унта йыхравлатпӑр! — хӑтлав вӑхӑтӗнче пирӗн ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пыни пирки каласа парӑпӑр, йывӑрлӑхсемпе ҫӑмӑллӑхсем ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр. Хӑҫан тата ӑҫта пуласси пирки умнерех тӗплӗн пӗлтерӗпӗр.

Яланхи пек хыпара кӑтартусен танлаштарӑвӗпе вӗҫлетпӗр. Паянхи кун пирӗн корпусра 1 453 текст (+25), 238 443 пуплевӗш (+33 710), 2 801 194 сӑмах (+404 341). Сӑмах май, сӑмахсене илес пулсан, пирӗн корпус малтанхи уйӑхсемпе танлаштарсан ҫавах та рекорд лартнах.

#чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #ЧЧЛ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем