Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Улатӑрсем Мӑкшӑ Республикипе пӗрлешесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.12.2019 14:40 | 1383 хут пӑхнӑ
Республикӑра
youtube.com сайтри сӑн
youtube.com сайтри сӑн

Улатӑрти хастарсем хулана Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештересси пирки калаҫма тытӑннӑ. Кун пирки «Известия Мордовии» хаҫатра ҫырнӑ.

Хастарсем ҫакна темиҫе сӑлтавпа ӑнлантарнӑ. Чи пӗрремӗшӗ – Улатӑр Шупашкартан 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, Саранскран вара – 150 ҫухрӑмра. Статьяра палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта 5 мэр улшӑннӑ, хула лайӑх енне аталанман. Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ ача пахчисем ҫӗклес вырӑнне «Солнышко» ятлине хупнӑ. Кӳршӗ республикӑра вара пач тепӗр май: шкулсем, ача пахчисем, спорт керменӗсем, ытти учреждени ҫӗкленеҫҫӗ. Улатӑрти стадиона чылай ҫул юсаман, ку ыйтӑва вара тахҫанах ҫӗкленӗ.

Улатӑрсене япӑх ҫулсем те пӑшӑрхантараҫҫӗ. Кунти чи лайӑх ҫулсем Мӑкшӑ Республикинчи чи япӑх ҫулсемпе танлашаҫҫӗ-мӗн. Хулара ҫӳп-ҫап контейнерӗсем сахал пулнӑран пӗлтӗр ӑпӑр-тапӑр сапаланса выртнӑ иккен. Хастарсем контейнерсем ларттарнӑ, анчах вӗсем те кивӗ тата ҫӗтӗк-ҫатӑк.

Вырӑнти тӳре-шара вара халӑх шухӑшне витӗм кӳресшӗн. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Мӑкшӑ Республикин патшалӑх парӑмӗ пысӑк. Анчах хастарсене ку та хӑратман – Чӑваш Енӗн те парӑм пур. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑрта пысӑк улшӑнусем ҫук.

Халӗ хастарсем депутатсене ҫӗнӗрен суйлаттарасшӑн – ӗҫлемен тӳре-шарана ҫав пукан ҫинчен антармалла-мӗн. Вӗсем урамра ҫутӑ лампочкисем вырнаҫтарассишӗн те тӑрашаҫҫӗ халӗ.

«Эпир ыранах Мӑкшӑ Республикине кӗртмешкӗн ыйтма каятпӑр тесе каламастпӑр, анчах ку шухӑш канӑҫ памасть. Тен, никама пӑхӑнмасан тата лайӑхрах, эпир тахҫанах истори хули шутланатпӑр вӗт. Е тата Чӗмпӗр облаҫӗ инҫе мар. Йӑлӑхтарчӗ, эпир аталанмастпӑр кӑнма мар, ҫулран-ҫул сӳнсе пыратпӑр, влаҫ вара нимӗн те тумасть, пире илтмест», - ҫапла пӗлтернӗ Улатӑр хастарӗсем кӳршӗри хаҫата.

#Улатӑр, #тӳре-шара, #депутатсем, #Чӗмпӗр, #Саранск

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1682.10.6884
2019.12.09 15:07
Agabazar
Тархасшăн, Мăкшă республики ан тейĕр. Мордва республики темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем