Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Истори авӑрӗнче ҫухалнӑ чӑвашсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аркадий Русаков 14.12.2019 20:47 | 6133 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

17 ӗмӗрте-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пушкӑртстанра пурӑннӑ типтерсен (тептярьсен) сословийӗ чӑваш халӑх историйӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать пулсан та, ҫак анлӑ сарӑлнӑ халӑх сословийӗ ҫинчен чӑваш историкӗсем ҫырни ҫукпа пӗрех. Пӗтӗмӗшле илсен, типтерсем ҫинчен тутар-пушкӑрт историкӗсем (А.З.Асфандияров, Р.К.Рахимов, Р.Г.Кузеев, Д.М.Исхаков тата ыттисем), тата вӗсем ҫырнипе усӑ курса, ытти ӑсчахсем ҫыраҫҫӗ. Ҫакна шута илсе, типтерсен историйӗ ҫине чӑвашла куҫпа пӑхса, эпӗ ҫак тишкӗрӳллӗ статьяна ҫырас терӗм.

Типтерсем (тептярьсем) 17-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пушкӑртстанри халӑхсен пысӑк социаллӑ ушкӑнӗ пек паллӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ку ушкӑн Вырӑс патшалӑхӗ Хусан ханлӑхне ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта, унти халӑхсем Пушкӑртстана йышлӑн куҫса , пушкӑртсенчен ҫӗр илсе пурӑна пуҫланӑ саманара палӑрма тытӑннӑ. Асӑннӑ халӑхсем хушшинче чӑвашсем, вӗсен ҫывӑх тӑванӗсем пулса тӑракан бесерменсем, вотяксем (удмуртсем), марисем (ҫармӑссем), тутарсем, мӑкшӑсем, хӑйсен ӑрӑвӗсенчен чухӑнлӑха пула тухса ӳкнӗ пушкӑртсем пулнӑ. Малтан вӗсем, пуян пушкӑртсенчен ҫӗр тара илсе, вӗсене укҫан е пурлӑхӑн пӗр пайне тӳлесе пурӑннӑ пулсан, каярахпа — 1736-мӗш ҫул Вырӑс правительстви ҫакна чарнӑ, хыснана ҫеҫ ясак тӳлемелле тунӑ.

«Типтер» («тептярь») сӑмах ӑҫтан тухса кайнине тӗрлӗ ӑсчахсем тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Пӗрисем, перс чӗлхинчи «дефтер» сӑмахран, теҫҫӗ. Пӗр-пӗр ҫӗрте пурӑнакан ҫынсен ячӗсене ҫыравра кӑтартнӑ тетраде персла ҫапла калаҫҫӗ, имӗш. Тутарсемпе пушкӑртсен хӑйсенле версийӗсем нумай. Н.И.Ашмарин ҫак сословин ячӗ чӑваш чӗлхинчи тирпейлӗхе кӑтартакан «типтер» сӑмахран тухса кайма пултарни ҫинчен каланӑ. Марисем «тептер» сӑмахран теҫҫӗ. Вӗсем нумай сӑмаха авал пӑлхар-чӑваш чӗлхинчен хӑйсен чӗлхине илнине шута илсен, марисен «тептер» сӑмахӗ пирӗн «типтер» сӑмахпа пӗр килсе тухать.

Ревизи ҫыравӗсем тӑрӑх Вырӑс патшалӑхӗнче хӑҫан миҫе типтер ҫынни пурӑнни ҫапла курӑнать: 1735 ҫул — 11294 ҫын, 1767 ҫул — 33656 ҫын, 1796 ҫул — 52193 ҫын, 1834 ҫул — 105864 ҫын, 1858 ҫул — 140893 ҫын, 1897 ҫул — 117773 ҫын. Юлашкинчен типтерсем ҫинчен 1927-мӗш ҫулхи ҫыравра асӑннӑ: 27383 ҫын. Кунта вӗсен шучӗ, 1897-мӗш ҫулхи ҫыравпа танлаштарсан, чылай кемнине (сахалланнине — ред.) куратпӑр. Каярахри ҫыравсенче, типтерсене пурне те «тутарсем» тесе кӑтартнӑран, вӗсен ҫинчен урӑх ҫыравсенче ҫырмаҫҫӗ. 1858-мӗш ҫулхи ҫыравпа 1897-мӗш ҫулхи ҫырав хушшинче те типтерсен шучӗ чылай сахалланнӑ. Сӑлтавӗ — нумай типтер ҫак тапхӑрта тутар-пушкӑрта ҫаврӑннинчех. Типтер сословийӗ ҫар сословийӗ пулнӑран, 1755-мӗш ҫулта вӗсене «пушкӑрт ҫарӗн» («башкирское войско») шутне кӗртнӗ.

Типтерсен шутне кӗнӗ чӑвашсем ҫинчен ҫакна каламалла. Чӑвашсем Пушкӑртстана 1630-50-мӗш ҫулсенчен маларахри вунӑҫуллӑхсенче — Хусан ханлӑхне аркатнӑ тата патша правительстви Чӑвашьенри пысӑк пӑлхавсене пусарнӑ хыҫҫӑн йышлӑн килме тытӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ялӗсенчех пурӑннӑ, пӗрисене чӑвашсемех тесе, теприсене — типтер-чӑвашсем тесе чӗннӗ. Типтер-чӑвашсем ҫинчен туҫи тутарсем (горные татары) тесе те каланӑ.

Чӑвашсем, Атӑл тӑрӑхӗнчен Пушкӑртстана куҫса килсенех, вӗсенчен чылайӑшӗ малтан Ӗпхӳ уесӗн Осинскпа Ҫӗпӗр ҫулӗсен (даругасен е тӑрӑхсен) ҫӗрӗ ҫинче тата Урал хыҫӗнчи Исет провинцийӗнче вырнаҫнӑ. Осинск ҫулӗ вӑл вӑхӑтра Шуратӑлпа Уфимка юханшывӗсем хушшипе Кама юханшывӗ таранах тӑсӑлнӑ, унӑн административлӑ центрӗ Осинск хули пулнӑ. Юхнов Кунгур бургомистрӗ ҫырнӑ тӑрӑх, 1726-27-мӗш ҫулсенче Пушкӑртстан чӑвашӗсен 88 проценчӗ асӑннӑ уессенче пурӑннӑ. 1781-мӗш ҫулта Осинск ҫулӗн пӗр пайӗпе Ҫӗпӗр ҫулӗсем уйрӑм Бирск тата Ӗпхӳ уесӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Тата Осинск ҫулӗн ҫурҫӗр пайӗ Пермь наместничествин Осинск уесӗ пулать. Пушкӑртстанӑн Урал леш енчи Исет провинцийӗнчен Ӗренпур кӗпернин Верхнеуральск уесӗ йӗркеленет.

Анчах каярахпа Пушкӑртстана 17-мӗш ӗмӗрте-18-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче килнӗ чӑвашсен шучӗ хӑвӑрттӑн чакма пуҫлать. Сӑмахран, ҫырав кӑтартнӑ тӑрӑх. Ӗпхӳ уесӗнче 1747-мӗш ҫул 5 пине яхӑн чӑваш пурӑннӑ пулсан, 1761-мӗш ҫулхи 3-мӗш ҫыравра 5 чӑваш ҫеҫ юлнӑ. Ыттисене типтер тесе ҫырса палӑртма пуҫланӑ. Юхнов бургомистр та Ӗпхӳ, Бирск уесӗсенчи, Урал леш енчи чӑвашсене типтерсем тесе ҫырса палӑртма пуҫлани ҫинчен калать. Р.Г.Игнатьев — 19-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ историк-таврапӗлӳҫӗ типтер тесе палӑртнӑ чӑвашсем 17–19-мӗш ӗмӗрсенче Ӗпхӳ, Златоуст, Бирск, Ҫтерлӗ уесӗсенче пурӑннине ҫирӗплетет. Чӑвашсен ҫывӑх тӑванӗсем пулса тӑракан бесерменсем Пермь кӗпернин Красноуфимск уесӗнче пурӑннӑ, анчах вӗсене те 18-мӗш–19-мӗш ӗмӗрсенче «типтерсем», каярахпа — «тутарсем» тесе палӑртнӑ.

Типтер-чӑвашсемпе типтер-бесерменсем тутарсемпе пушкӑртсенчен илнӗ ислам тӗнӗпе пурӑннӑ. Ҫавӑнпа вӗсем Пушкӑртстанри Белебейпе Ҫтерлӗ уесӗсене тата ытти ҫӗрӗсене каярахпа — 18-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче–19-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчен йышлӑн килнӗ православи тӗнне йышӑннӑ чӑвашсен ушкӑнне урӑх кӗреймен. Мӗншӗн тесен ислам тӗнӗ чӑвашсене тутара тухмалли вӑйлӑ фактор пулнӑ: ислам тӗнне йышӑннӑ чӑваш вӑл вӑхӑтра та, каярахпа та тутара е пушкӑрта ҫаврӑннӑ.

Ҫакӑн пек пулӑмсем ҫинчен Р.Г.Игнатьевӑн 1873-мӗш ҫулта Ӗпхӳ хулинче тухнӑ «Собрание сочинений (Уфимский и Оренбургский период)» кӗнекин тӑваттӑмӗш томӗнче те ҫырса кӗтартнӑ. Кунта сӑмах Е.И.Пугачев ертсе пынӑ халӑх пӑлхавӗ ҫинчен пырать. Кӗнеке авторӗ ҫапла ҫырать:

Ӗпхӳ кӗперне правленийӗн архивӗнче ҫырни тӑрӑх, Пугачев Ӗренпура хупӑрласа тӑнӑ вӑхӑтра, вӑл хушнипе Салават 1774-мӗш ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнче Пушкӑртсанри пушкӑртсемпе ытти магометан тата урӑх халӑхсене пӑлхатма, крепӑҫсемпе ялсене аркатма кайнӑ. Ун чухне чӑвашсемпе вотяксем тата ҫармӑссем пушкӑртсемпе ытти магометансене вырӑссенчен ҫывӑхрах ҫынсем вырӑнне хунӑ. Нумай чӑваш, унччен православи тӗнне кӗнӗ пулсан та, пурпӗрех каярахпа час-часах магометан тӗнне куҫнӑ. Халӗ Ӗренпур кӗпернинчи Верхнеуральск уесӗнче (паян — Пушкӑртстанри Урал хыҫӗнчи ҫӗрсем. Автор), магометан тӗнне йышӑнса, пушкӑрта ҫаврӑннӑ чӑвашсем пурӑнакан 12 ял пур, вӗсем Типтер-Учалӑ вулӑсне кӗреҫҫӗ. Ӗпхӳ кӗпернинчи мӗнпур тептяр-магометан та ҫаплах пулса кайнӑ. Мӗншӗн тесен, кунта 17-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче–18-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсемпе ытти халӑхсене магометана ҫавӑрас вӑйлӑ пропаганда пынӑ. Ӗпхӳ кӗпернинчи православи тӗнне вӑйпа кӗртнӗ чӑвашсем, чиркӳсенче ним те ӑнланманнине пула, унта ҫӳременпе пӗрех. Анчах, ҫав вӑхӑтрах вӗсем, мечӗтсене ҫӳренӗ. Мӗншӗн тесен, чӑвашсем хӑйсене ирӗксӗр тӗне кӗртнӗ христиансем тесе шутланӑ.

Малалла автор, Пугачев Ӗпхӳ хулине хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра, Белебей уесӗнчи чӑвашсем пӑлхава ҫӗкленни, Белебейри 1750-мӗш ҫулта тунӑ Ҫветуй Михаил Архангелӑн чиркӳне ҫунтарса яни, чиркӳ ҫыннисене хӑваласа яни ҫинчен ҫырать. Мӗншӗн тесен Пугачевӑн агенчӗсем вӗсене, «атте-патша» кашни халӑха хӑйӗн тӗнӗпе пурӑнма ирӗк пачӗ, тесе ӑнлантарнӑ.

Типтер-чӑвашсене тутар тесе кала пуҫланӑ вӑхӑтра, малтанлӑха вӗсемпе чӑн тутарсем хушшинче чӗлхе уйрӑмлӑхӗсем пулнӑ-ха. Ҫавна пула типтер- чӑвашсемпе (туҫи тутарсемпе) чӑн тутар ҫыннисем пӗр-пӗринпе ҫемье ҫавӑрман, ҫывӑхланман, хӑйсен йӑлисемпе уйрӑм пурӑннӑ. Каярахпа ҫеҫ — 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче– 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче уйрӑмлӑхсем пӗтсен, типтер-чӑвашсемпе тутарсем пӗр тутар халӑхне ҫаврӑннӑ. Ҫаврӑнасса ҫаврӑннӑ та, анчах типтер-чӑвашсем, Хусан ханлӑхӗ вӑхӑчӗнче тутара тухнӑ чӑвашсем пекех, тутар чӗлхине хӑйсен чӑваш сӑмахӗсемпе самай пуянлатнӑ. Ҫавӑнпа паян тутар чӗлхинче чӑваш сӑмахӗсем нумай иккенне куратпӑр.

Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи 1926-мӗш ҫулхи ҫыравра типтер-чӑвашсене, вӗсем ислам тӗнӗпе пурӑннине пула, пурне те тутарсем тесе ҫырнӑ. Пушкӑртстанри Учалӑ районӗнчи типтер-чӑвашсене пушкӑрт халӑхне кӗртнӗ. Д.М. Исхаков сӑмахӗпе, Ҫурҫӗр Пушкӑртстанри, Урал леш енчи, Бирск тӑрӑхӗнчи, Ӗпхӳн ҫурҫӗр енчи типтер-чӑвашсем пӗтӗмпе тенӗ пекех тутара е пушкӑрта ҫаврӑнса пӗтнӗ. Р.Г.Игнатьев Златоуст уесӗ ҫинчен калани тӑрӑх, паянхи Челябинск облаҫӗн ҫӗрӗнче пурӑннӑ типтер-чӑвашсем те тутар-пушкӑрта ҫаврӑннӑ. Тата чӑвашсем пурӑннӑ Осинск уесӗн ҫӗрӗсем паян Пермь крайӗнче вырнаҫнине шута илсен, унти чӑвашсем те паяна урӑх халӑх ҫыннисене ҫаврӑнса пӗтнӗ теме пулать. Урӑхла каласан, паян Пушкӑртстанра, Челябинск облаҫӗнче, Пермь крайӗнче пурӑнакан тутарсемпе пушкӑртсен пӗр пайӗ ҫак халӑхсене куҫнӑ типтер-чӑвашсем пулса тӑраҫҫӗ, тесе ҫирӗплетме пултаратпӑр.

Ҫӳлте ҫырнине пӗтӗмлетсе ҫакна калас пулать. Паянхи чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Пушкӑртстанӑн кӑнтӑр-анӑҫӗнче вырнаҫнӑ Белебей, Иглин, Авӑркас,Ҫтерлӗ, Мияки, Федоровка, Кумертау, Кармаскалӑ, Шаран, Ҫтерлепуҫ, Ишимбай, Ермекей, Мелевӗс тата ытти районсемпе хуласемсӗр пуҫне, республикӑн ҫурҫӗр енчи, кӑнтӑр енчи тата Урал леш енчи тухӑҫ районӗсенче те, 17-мӗш ӗмӗртен пуҫласа, чӑвашсем йышлӑн пурӑннӑ. Вӗсене типтерсем тенӗ. Хӑйсем ислам тӗнӗпе пурӑннӑран, ҫак чӑвашсем майӗпен тутар-пушкӑрта ҫаврӑнса пӗтнӗ, истори авӑрӗнче ҫухалнӑ. Вӗсен паянхи несӗлӗсем тутар-пушкӑрт ячӗсемпе, хушамачӗсемпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑнти ислам тӗнне йышӑнман чӑвашсем ҫеҫ хӑйсен чӗлхине ҫухатман. Паян вӗсен ялӗсем Зилаирпа Кугарчи районӗсенче пур. Сӑмахран, Бердяш ялӗ.

Типтер-чӑвашсем иртнӗ ӗмӗрсенче урӑх халӑха ҫаврӑнни, паллах, чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк ҫухату пулса тӑрать. Анчах ҫак истори урокӗ пире — чӑвашсене паян хамӑрӑн чӗлхепе культурӑна куҫ пек упрама, урӑх халӑха ҫаврӑнмасса чӗнет. Ҫапла пултӑр!

 

Аркадий Русаков, таврапӗлӳҫӗ, Пушкӑртстан.

Ӳкерчӗкре «Исторический Башкортостан» фильмри сӑнпа усӑ курнӑ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑвашлӑх, #Пушкӑртстан, #истори, #чӑвашсем, #тутарсем, #тӗн

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3571.06.4547
2019.12.15 09:31
Agabazar
Кунта, темĕн, çĕнĕ халлап çуралма хăтланать пулмалла... Тутарлану-пушкăртлану мифологийĕ çĕнĕ хăват илсе малалла ярса пусасшăн.
Микула // 9259.3.8429
2019.12.15 11:40
Акапасара каллех килӗшмерӗ ? Чӑвашсене пур енчен те ыттисенчен уйрӑм халӑх тусан пӗтерме ҫӑмӑлтарах ?
Ҫавсен юррине юрлан ? Тӑвансем чӑвашсен ҫук пӗр халӑхсӑр пуҫне,ҫавсен "шӑллӗ" пулсан ҫителӗклӗ? Ҫук ,чӑваша юриех "тӑлӑх" пек кӑтартмалла мар пулӗ ? Пушкӑртсем те пирӗн тӑвансем,ҫармӑссем те ,тутарсем те... Чӑваш-мусульмансенчен тутар е пушкӑрт тӑвасси вӑл ун чухнехи патшалӑхӑн ӗҫӗ. Паян пирӗн, ҫитес "Ҫырав" умӗн, пысӑк ӗҫ туса ирттермелле, чӑвашсен шучӗ мӗнле майпа чакса пынине халӑха ӑнлантармалла. Ӗлӗкхипе паянхи "сценарисене" уҫҫӑмӑн кӑтартмалла.
Микула // 9259.3.8429
2019.12.15 12:06
На связи форумра ҫырав вӑхӑтӗнчи мыскара пирки кунта пӗри ҫырса кӑтартнӑччӗ. Ашшӗ-амӑшне чӑваш тесе ҫырнӑ пулсан та ачине вырӑс тесе ҫырни пирки каланӑччӗ. Чӑвашла калаҫма пӗлети тесе ыйтсан халлӗхе калаҫма та пуҫламан-ха тесен , "у нас инструкция,если не знает чувашского записывать русским" тесе хуравланӑ, тӗлӗнсе юлтӑмӑр тесе ҫырнӑччӗ. Чӑваш шутне хут ҫинче те пуллин чакарас текенсем пурах,чӑваш ачине чӑваш чӗлхи сана кирлӗ мар ,чӑвашсене чӑвашла пӗлейместӗн пулсан ес вырӑс пулан тесе ӗнентерекенсем пурах. Ӗлӗкрех чӑваш мусулмансене ятарласа тутарлатнӑ,паян , чӑвашла вӗренме майсем туса памасӑр ятарласа вырӑслатаҫҫӗ ? Ҫавӑнпах Пысӑк Ӗҫ пуҫламалла. Русскоязычные чуваши " чӑваш халӑхӗн пысӑк пайӗ. Малтан пирен "тури, "анатри" тата "анат енчи " чӑвашсем кӑна пулнӑ пулсан паян пирӗн тепӗр йыш хушмалла "вырӑсла калаҫакан чӑвашсем". Пӗтӗмпех вырӑсланман чӑвашсене чӑвашсен ретне тавӑрмалла.
Пӗр миллион мар темиҫе миллион пултӑр чӑваш. Ҫапла пултӑр,мӗншӗн тесен тӗрӗслӗх пулмалла. Пӗр пайне тутарлатнӑ,пушкӑрлатнӑ паян вырӑслатнӑ тени ҫителӗксӗр.
Agabazar // 3571.06.4547
2019.12.15 14:29
Agabazar
Микула, эс ху миçене çитсен калаçма пуçланă?
Виççĕ тултарсан калаçма пуçланă пек туйăнать.

А леш инструкцине кам панă-ши? Тата вăл саккунлă-ши çав инструкци?

Инструкци? Унашкал инструкцие çырсатуху докуменчĕсем çумне çыпăçтарса хунă-и ("Легенда" теççĕ специалистсем).

Инструкцийĕн авторĕ кам? Тишков аккччемĕк-и?
Микула // 9259.3.8429
2019.12.15 17:09
Акапаср ятне пытарса хурах пек тикӗт тӑкма анчах пултарать?
Кун пек "инструкци" паллах сӑмахпа кӑна тата пурне валли илтмелле мар пулнӑ,ачасемпе ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма чарни те ҫавах,хурахла вӑрттӑн сӑтӑр туни. Ытти пирки санӑн нимех те калама ҫук пулас ? Виҫҫӗре калаҫма пуҫлакан ача вӑл ыттисенчен ӑслӑрах пулнине те тавҫӑрмастӑн.
Agabazar // 3571.06.4547
2019.12.15 19:44
Agabazar
Инструкцисем яланах пур, Пулмалла та. Унашкал инструкцисене çырсатуху пĕтĕмлетĕвĕсем çумне "легенда" тесе çыпăстарса хураççĕ.

Енчен те эс çырсатуху пĕтĕмлетĕвĕсемпе усă куран пулсан, хайхи "легендăсене" те пĕлтер.

Пĕлтерместер пулсан — эсĕ ултавçă, фейкмейкер. Мĕн калани кун пек чухне чĕрне хури тешне те тăмасть.

Фейкмекер шăпи — мĕскĕн шăпа.
ЛЕГЕНДА
.......

4. Пояснительный текст к плану, рисунку, карте и т. п. (спец.).

Ушаков. Толковый словарь русского языка Ушакова. 2012
Agabazar // 3571.06.4547
2019.12.15 19:47
Agabazar
Çырсатуху ирттертĕн пулсан — хайхи легендăсене те кăтарт!
Кăтартмастăн пулсан, сан çырстухăву — ултав, фальсификаци, фейк.

Микула, кăтарт çырсатуху легендисене!
Микула // 9259.3.8429
2019.12.16 19:20
На связи форумра садиксем пирки темӑра шырамалла сана кирлех пулсан. Мӗн ҫинчен вуланӑ ҫавна каласа панӑ. Ман шутпа кун пек ҫитес суйлавра та пулӗ. Паян тӗрӗсси кирлӗ мар,паян ытларах статистикӑна палӑртса панӑ шая ҫитерни кирлӗ. Чакарас тесен...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем